Ҫур — Кӗр

 

3000Кӗрхи ҫула тумланса тухма хушнӑ.Ҫур — Кӗр
3001Кӗрхи турӑх кӗрӳшӗнчен те хаклӑ пулнӑ.Ҫур — Кӗр
3002Кӗрхи турӑха кӗрӳшӗнчен хӗрхеннӗ.Ҫур — Кӗр
3004Кӗрхи тырра кӗл ҫине ак та, вӑхӑтра ак теҫҫӗ.Ҫур — Кӗр
3003Кӗрхи тырра кӗл ҫине ак.Ҫур — Кӗр
3005Кӗрхи чӑххӑн автанӗ кӑвак ҫутсӑр авӑтмасть.Ҫур — Кӗр
3006Кӗрхи чӗппӗн автанӗ шурӑмпуҫ килнӗ чух тин авӑтать.Ҫур — Кӗр
3007Кӗрхи шӑна вилӗмне кура ашкӑнать.Ҫур — Кӗр
3008Кӗрхи шӑна хыт ҫыртать.Ҫур — Кӗр
3009Май уйӑхӗнчи ҫумӑр хӑна хӗр хӑраххи.Ҫур — Кӗр
3010Пуш уйӑхӗ пушатать, ҫу уйӑхӗ ҫуратать.Ҫур — Кӗр
3011Пуш уйӑхӗ шывпа, ака уйӑхӗ курӑкпа.Ҫур — Кӗр
3012Сентябрьте пурте пӗр.Ҫур — Кӗр
3013Ҫур мучипе Кӗр мучи ула лаша ҫинче ҫӳреҫҫӗ.Ҫур — Кӗр
3014Ҫур чечекпе илемлӗ, кӗр — кӗлтесемпе.Ҫур — Кӗр
3015Ҫур чӗртет, хӗл пӗтерет.Ҫур — Кӗр
3016Ҫур ырхан та, кӗр мӑнтӑр.Ҫур — Кӗр
3017Ҫуркунне — ах тет, кӗркунне — ӑх тет.Ҫур — Кӗр
3022Ҫуркунне — пултӑран, кӗркунне — шӑрттан.Ҫур — Кӗр
3023Ҫуркунне — сӗреке, кӗркунне — кӗреке.Ҫур — Кӗр
3024Ҫуркунне — ҫеҫки, кӗркунне — курланки.Ҫур — Кӗр
3018Ҫуркунне вӑй хурсан кӗркунне мул пухан.Ҫур — Кӗр
3019Ҫуркунне енне кайсан турпас та айлӑ-ҫийлӗ выртать.Ҫур — Кӗр
3020Ҫуркунне куккук килет, кӗркунне чакак килет.Ҫур — Кӗр
3021Ҫуркунне наян пулмасан кӗркунне пуян пулӑн.Ҫур — Кӗр
3025Ҫуркунне ҫӗр айӗнчен ӗҫ тухать теҫҫӗ.Ҫур — Кӗр
3026Ҫуркунне ҫитсен кайӑк та мӑшӑр шырать.Ҫур — Кӗр
3027Ҫуркунне ҫитсен пӳлме тӗпӗ ҫуталать.Ҫур — Кӗр
3028Ҫуркунне ҫитсен ҫерҫин те чунӗ савӑнать.Ҫур — Кӗр
3029Ҫуркунне ҫитсен ҫӗрулми те куҫне уҫать.Ҫур — Кӗр
3030Ҫуркунне ҫитсен тӑлӑп ҫухи кирлех мар.Ҫур — Кӗр
3031Ҫуркунне ҫул усал.Ҫур — Кӗр
3032Ҫуркунне ҫутӑ ӗмӗт ҫуралать.Ҫур — Кӗр
3033Ҫуркунне тӑри ҫуначӗ ҫинче вӗҫсе килет.Ҫур — Кӗр
3034Ҫуркунне турпас та айлӑ-ҫийлӗ выртать.Ҫур — Кӗр
3035Ҫуркунне турта пуҫӗ те хунав кӑларма хатӗр.Ҫур — Кӗр
3036Ҫуркунне упа та ура ҫине тӑрать.Ҫур — Кӗр
3037Ҫуркунне ӳркенсен кӗркунне ӳкӗнтерӗ.Ҫур — Кӗр
3038Ҫуркунне хӗр пӑхать, кӗркунне туй тӑвать.Ҫур — Кӗр
1039Ҫуркунне хӗрлӗ пелетӗш пек, кӗркунне кӗлте пек.Ҫур — Кӗр
3039Ҫуркунне хитре ҫеҫкепе, кӗркунне — кӗлтепе.Ҫур — Кӗр
3040Ҫуркунне хусаха та арӑм кирлӗ.Ҫур — Кӗр
3041Ҫуркунне хутаҫ ҫактарать.Ҫур — Кӗр
3042Ҫуркунне шӑлна йӗрӗн, кӗркунне — ларса йӗрӗн.Ҫур — Кӗр
3043Ҫуркунне шӑна та чӗрӗлет.Ҫур — Кӗр
3044Ҫуркунне шӑнкӑрч та шӑпчӑк пек шӑхӑрать.Ҫур — Кӗр
3045Ҫуркунне юн вылять.Ҫур — Кӗр
3046Ҫуркуннепе кӗркунне шыв хӗрринче ан ҫывӑр.Ҫур — Кӗр
3047Ҫуркуннесӗр шӑпчӑк юрламасть.Ҫур — Кӗр
3048Ҫуркуннесӗр юр каймасть.Ҫур — Кӗр